Чувашское книжное издательство

«Кайăка юратнă Ту», е «Юлмаллах килтĕм эпĕ...»

Пурнăç - юмах, пурнăç асамлăхпа тулли. Анчах пурте çакна курма пĕлмеççĕ. Çавăнпа вĕсен кăмăлĕ те час-часах пăсăлать. Йăлт йывăр та тĕксĕм пек курăнать. Тавралăх илемĕпе хăйне евĕрлĕхĕ те савăнтармасть.

Çапах та ĕмĕре суккăр кушак çури пек ирттерес марччĕ. Эпир нĕшкесе, пĕтĕмпех харама пулнă пек тиркесе, мăртăхса ирттеретпĕр-и ĕмĕре е кашни куна йăл кулăпа кĕтсе илетпĕр - вăхăчĕ пĕрех шăвать. Каялла мар, малаллах. Эппин, çут çанталăк тĕлĕнтермĕшĕсемпе кун-çул парнисене асăрхама вĕренсессĕн тем пек интереслĕрех пулмалла.

Чăваш кĕнеке издательстви тăрăшнипе нумаях пулмасть «Кайăка юратнă Ту» халап кун çути курчĕ. Унăн авторĕ - Америка çыравçи Элис МакЛерран; акăлчан чĕлхинчен чăвашла куçараканĕ - Виктор Бычков; редакторĕсем - Галина Антоновăпа Ольга Федорова. Ирина Калентьевăн ĕлккен ӳкерчĕкĕсем вара юмах тĕнчинех ертсе кĕреççĕ. Тăвĕ те, кайăкĕ те тĕлĕнмелле чĕрĕ, ырă, илемлĕ сăн-сăпатлă.

«1985 çулта пĕрремĕш хут акăлчанла пичетленнĕ çак калава нумайăшĕ мухтаса хакланă, «туслăх, шанчăк, ĕçе парăнса пурăнни çинчен çырнă йăваш, кăмăллă калав» тенĕ... Ачасем татах та çĕнĕрен вулас текен истори». Чăнах та, кĕнекене чи малтанах чи пĕчĕккисене халалланă. Анчах вăл кирек хăш ӳсĕмри вулаканшăн та кăсăклă, чунне çывăх. Автор хускатакан ыйтусем кивелми, ялан çивĕч пулнипе те çыхăннă ку. Ахальтен мар пĕрремĕш хут пичетленсе тухнăранпа тĕнчипех çаврăнма ĕлкĕрнĕ халап. Чăвашла кăларăм - кĕнекен 26-мĕш куçарăвĕ. Ăна тата нумай чĕлхене куçарма палăртнă. Апла, чылай халăх шăпăрланĕ çак асамлă историпе тăван чĕлхипех паллашайĕ.

Элис МакЛерран антропологи ăслăлăхĕсен докторĕ çĕр-шыв тăрăх нумай çӳренĕ. Сăртлă-туллă тавралăха та питĕ килĕштернĕ. Райнер тăвĕ патне çитсе килни «Кайăка юратнă Ту» халапа çырма хистенĕ ăна. Пĕрре пăхма ансат пек вăл. Анчах шухăшласа кĕрсе кайсассăн хайхискер мĕн тери тарăн тымарлине ăнкарса илетĕн.

Малтанхи йĕркесенченех кичемлĕхпе шеллев, хурланупа пусăрăнчăклăх туйăмĕсем ярса илеççĕ пире. Çара чул Ту пуш хир варринче пĕчченех ларнă. «Хĕвел ăшăтнă Тăва, çил уçăлтарнă, анчах юр е çумăр тĕкĕннисĕр пуçне нимĕн те тĕкĕнмен ăна.

Туймалли урăх нимĕн те пулман».

Капланчăк пĕлĕтсем шунине, хĕвел çул-йĕрне, уйăх чуппине, çăлтăрсем ерипен куçнине сăнанă вăл.

«Курмалли урăх нимĕн те пулман».

Пĕринче вара пĕчĕк кайăкпа паллашнă Ту. Джой чĕвĕлти чун чăвашла текстра «Савăк» (савăнăçлă, хаваслă, пурнăçа юратакан) ятлă. Ăна хăйĕн патĕнче юлма йăлăннă Ту. Шел те, унăн ыйтăвне пурнăçлайман Савăк, мĕншĕн тесен пуш хирте апачĕ те, шывĕ те пулман.

Самантлăх чарăнса шухăшласа пăхсамăр, эпир те çав Ту пек ним туймасăр, курмасăр пурăнмастпăр-и хушăран? Савăк пек ачаш чунпа тĕл пулни çеç ыйхăран вăратаять пире. Анчах телее тупиччен самаях тертленме тивет. Ту та вуншар çуркунне кĕтсе илсе ăсатнă кайăка. Пĕринче вара тӳсеймен. «Хытă чул çурăлнă, Ту ăшĕнчен, тем тарăнăшĕнчен куççуль тапса тухнă та айккисем тăрăх шарласа юхма пуçланă».

Шыв - Ту куççулĕ. Куççуль - ырату. Çав хушăрах шыв - пурăнăç та. Эппин, телейпе чĕрĕлĕх çулĕ хурлăхпа куççуль витĕр выртать. Урăхла май çук. Инкек-синкекĕ чĕрене ыраттарсан та, ăна çурмалла пайласан та - тӳсмелле. Шăпах çак вăхăтра эсĕ тивлетӳ патне нихçанхинчен çывăхрах-мĕн. Кăшт кăна кĕтмелле, чăтăмлăха çухатмалла мар. Ту пек çирĕп пулмалла. Вара пĕр илемлĕ кун эсир те Савăк кайăк Тăва каланă пек: «Юлмаллах килтĕм эпĕ», _ тенине илтейĕр.

Ольга АВСТРИЙСКАЯ.

«Тантăш», 17.10.2013.