Чувашское книжное издательство

Пилĕк чĕлхепе пичетлесе кăларнă

Чăваш кĕнеке издательстви хăйне евĕрлĕ кĕнекепе - Иван Яковлевăн чăвашла, вырăсла, акăлчанла, нимĕçле, французла пичетлесе кăларнă «Чăваш халăхне панă халалĕпе» - паллаштарать. Ăна çутта кăлараканăмăр çуралнăранпа 165 çул çитнине тата Чăваш чĕлхин кунне халалланă.

1918 çултах шухăшласа хунă халала Иван Яковлевич 1921 çулхи çулла Чĕмпĕрте çырнă, çак ĕçе ывăлĕсем Алексейпе Николай та хутшăннă. 1955 çулччен халал И.Я.Яковлев архивĕнче упраннă. Çак архив 1922 çулччен СССР Ăслăлăх академийĕн член-корреспонденчĕн, истори ăслăлăхĕсен докторĕн А.И.Яковлев профессорăн хваттерĕнче пулнă. Иван Яковлевăн мăнукĕ истори ăслăлăхĕсен кандидачĕ Ольга Алексеевна Яковлева 1955 çулта аслашшĕн архивĕн тĕп пайне ССР Союзĕн В.И. Ленин ячĕллĕ Патшалăх библиотекин /халĕ Раççей патшалăх библиотеки/ Ал çырусен пайне панă.

Халăха çутта кăлараканăн халалĕсем паян та çивĕчлĕхне çухатмаççĕ. «И.Я.Яковлевăн халалĕ пĕр пĕтĕмĕшле шухăш, вăл çур ĕмĕр чăваш нацине çĕклес тата ăна ытти халăхпа çывăхлатас ĕçĕн, унăн çут ĕç, педагогика, воспитани тытăмĕн пĕлтерĕшĕн, малашне аталанмалли программин, чăваш нацине çĕнетсе улăштармалли, ăна этемлĕхĕн кăмăл-сипет пахалăхĕсене хăнăхтармалли тĕп шăнăр», - çапла шухăшланă истори ăслăлăхĕсен докторĕ В.Д.Димитриев профессор, нумай çул Иван Яковлевăн ĕçĕсене тишкернĕскер.

Халăха çутта кăларнă çыннăмăрăн халалĕ мĕнле пурнăçланать? Мĕншĕн-ха вăл хускатнă нумай тема паян та çивĕч? Ака уйăхĕн 25-мĕшĕ, культурăн паллă ĕçченĕ тата Атăл тăрăхĕнчи халăхсене çутта кăларнă çынпа çыхăннă кун умĕн, Чăваш кĕнеке издательстви Иван Яковлевич Яковлевăн халалĕсене аса илме сĕнет. Хăть те мĕнле чĕлхепе янăрасан та вĕсем кирек кама та ăнланмалла, ăслă пулнипе, шухăш тарăнлăхĕпе тĕлĕнтереççĕ.

Надежда ОСИПОВА.

"Хыпар", 25.04.2013.